Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çирĕп тимлĕхре

Поселокра пĕлтĕр пуçланă калăпăшлă ĕç – хуçалăхпа йăла канализацийĕн коллекторĕн строительстви – малалла тăсăлать.

Ĕçсем «Экологи» наци проекчĕн «Атăла сиплесси» регион проекчĕ йĕркипе пурнăçланса пыраççĕ. Вĕсем республика енчен те çирĕп тимлĕхре.

Чăваш ен Çутçанталăк министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕçсен заказчикĕ – республикăри Строительство министерствин «Пĕрлĕхлĕ заказчикăн республика служби» учрежденийĕ. Коллектора çĕклеме «ПМК-8» обществăпа контракт çырнă. Пĕлтĕр, каласа хăвармалла, объектра 230,1 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Кăçал валли 176,2 млн тенкĕ ĕçе кĕртме пăхса хăварнă.

Пурнăçа кĕрекен çак мероприятисем республикăра Атăл юханшывĕн экологи тăрăмне лайăхлатмалли мелсем шутĕнче. Проект тĕллевĕсем анлă: ун майĕпе Атăла тухакан таса мар шывсене 2024 çул вĕçĕ тĕлне виçĕ хут чакарасшăн.

Первоисточник: Вурнарская районная газета "Путь Победы".



23 марта 2020
18:45
Поделиться