Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ

Вăрнарти хуçалăхпа йăла канализацийĕн коллекторĕнче строительство ĕçĕсем графикран юлмасăр пыраççĕ. Апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне палăртнин 70 процентне пурнăçланă.

Объектра паянхи кун «ПМК-8» подряд организацийĕн 20 техникине ĕçе явăçтарнă. Проектпа çирĕплетнĕ пекех вăл кăçалхи ноябрьте хута каймалла. Çакăн пек информацие Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Воробьев пĕлтернĕ. Вăл нумаях пулмасть Чăваш наци телевиденийĕн журналисчĕсемпе тĕл пулнă, «Экологи» наци проекчĕ пулăшнипе çĕкленекен ку объектпа çыхăннă ыйтусене хуравланă.

Ертÿçĕ палăртнă тăрăх, кирлĕ оборудование вăхăтра кÿрсе килнĕ, ĕç пурнăçлавĕ тата пахалăхĕ тĕлĕшпе çитменлĕхсем çук. Çакă пĕтĕмпех строительствăна тăсса ямасăр вĕçлессине шанма май парать. Яваплă подрядчик та шанăçа тÿрре кăларма гарантилет.

Сăмах май, çĕнĕ канализаци тытăмĕн трасси 7473,88 м танлашать, çав шутра хура шывсем хăйсем тĕллĕн юхакан сеть тăршшĕ 4823,88 м пулĕ. Александр Воробьев проекта паянхи кун ыйтăвĕсене шута илсе хатĕрлени объект шанчăклăхне тивĕçтернине уйрăммăн каланă. Çĕнĕ йышши строительство материалĕсемпе, сăмахран, канализаци сечĕн хăй тĕллĕн юхакан пусăм пайĕсемпе, усă курни те пĕлтерĕшлĕ. Хуçалăхпа ĕçмелли шыв водопровочĕн пусăм сетьне те пысăк пахалăхлă, чылай çул юрăхсăра тухман пăрăхсемпе хума палăртнă. Каяш шывсен çулĕсем биологилле мелпе сиенсĕрленĕç. Çавăн пекех мембранăллă блоксемпе те усă курĕç, вĕсен тасату технологийĕсем çÿллĕ шайра.

Александр Воробьев пĕлтернĕ тăрăх, коллектора хута ярсан биологилле тасату сооруженийĕсемпе поселокри нумай хваттерлĕ 111 тата уйрăм хуçалăхсенчи 500 çурта, 4 пысăк предприятие çыхăнтарĕç. ,çе кĕрсен ку объект каяш шывсене пухса тасатассине йĕркене кĕртме, Атăла юхса пыракан таса мар шывсен калăпăшне чакарма май парĕ.



27 апреля 2020
18:37
Поделиться