Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Хастар çамрăксем

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче çанталăк хĕвеллĕ тăчĕ. Эпĕ, сакăрвуннăран иртнĕ çын, самоизоляцире лараканскер, урамри пурнăçа чÿречерен сăнатăп.

Телефонпа ырă хыпар пĕлтерчĕç. Çамрăксен ушкăнĕ тавралăха тирпейлессипе тимленĕ иккен. Малтикас Ялтăра пуласлăхĕ Иван Давыдов, Яков Петров, Алексей Иванов, Алексей Михайлов, Михаил Иванов, Владимир Огондеров, Николай Петров, Павел Иванов тата ыттисем пек маттур çынсенче.

– Паян эпир ял хушшинче, çырма-çатрара выртакан çÿп-çапа тасатрăмăр, – терĕ ял хастарĕ.

Çамрăксем хушшинче Шупашкарта ĕçлекенсем те пур. Вĕсем – Чăваш телевиденийĕн журналистки Вероника Павлова, полици уйрăмĕнче тимлекен Сергей Александров, Екатерина Еремеева юрист.

Тепĕр кунне çамрăксем хăрăк йывăç-тĕм тураттисене пухса-тасатса тирпейленĕ. Ăпăр-тапăра мотоблокпа çÿп-çап контейнерĕсене кайса хунă.

Ачасем пирки те ырă сăмахсем каламалла. Калининăран Малтикас Ялтăрана кукамăшĕ патне килнĕ Николай Кириллов та хастар пулнă, тирпейлĕхшĕн тăрăшнă.

Субботнике Вероника Павлова йĕркеленĕ. Ватăсем ял илемĕшĕн тăрăшакан çамрăксемпе мăнаçланаççĕ.

Нина ПАРАМОНОВА.

Первоисточник: вурнарская районная газета "Путь Победы". 



20 мая 2020
07:27
Поделиться