Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём работников леса

Вăрман хуҫалăхĕпе вăрман промышленноҫĕн хисеплĕ ĕҫченĕсемпе ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ -  Вăрман ĕҫченĕсен кунĕ - ячĕпе саламлатăп!

Вăрман  - ҫут-ҫнталăк парни, наци пуянлăхĕ. Вăрмансене упрасси тата унпа тивĕҫлĕ усă курасси - Чăваш Ен Правительствин тĕп приоритетсенчен пĕри.

Пĕрле ҫыхăнса ĕҫленипе вăрман отраслĕ лайăх аталанать, вăрман хуҫалăхне тытса пырас енĕпе Чăваш Ен Топ-10 йышне кĕнĕ. «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Акă 2022 ҫулта 820 гектар ҫинче йывăҫ лартăпăр. Отрасль ҫĕнелет, вăрмансене упрама май паракан ҫĕнĕ технологисене ĕҫе кĕртеҫҫĕ, вăрман хуҫалăхĕпе вăрман пушарĕн службисем пуянланаҫҫĕ. Вăрман промышленноҫне аталантарни, отрасле цифрăлани вăрманпа усă куракансен ĕҫĕсене ҫăмăллатъ.

Вăрман отраслĕн специалисчĕсене, общественноҫа, волонтерсене, тăван тавралăх пуласлăхĕшĕн пăшăрханакансене, йывăҫ ларатассипе иртекен акцисене хутшăнакансене, вăрмана чĕртсе тăратас тĕлĕшпе тăрăшакансене пурне те тав тăватăп. Чунтан вăй хурса тата пуҫарулăх кăтартса эсир пĕрлехи ĕҫе пысăк тӳпе хыватăр. 

Сире ҫирĕп сывлăх, телей, ырă пурнăҫ, ĕҫре ăнăҫусем тума сунатăп!  

 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ                                             Олег Николаев

Уважаемые работники и ветераны лесного хозяйства и лесной промышленности республики!

Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем работников леса!

Лес – это уникальный природный дар, наше национальное достояние. Сохранение и рациональное использование лесов по праву находятся в числе главных приоритетов Правительства Чувашии.

Благодаря нашей совместной работе лесная отрасль республики получила динамичное развитие, Чувашия вошла в ТОП-10 регионов по эффективности ведения лесного хозяйства в стране. Мы проводим важные мероприятия в рамках национального проекта «Экология» – в 2022 году леса будут восстановлены на площади свыше 820 гектаров. Модернизируется отрасль, внедряются современные подходы в сфере сбережения лесов, системно оснащаются лесохозяйственные и лесопожарные службы. Сегодня перед нами стоит целый комплекс серьёзных задач, в числе которых – совершенствование лесной промышленности, цифровизация отрасли, что существенно упростит рабочие процессы лесопользователей.

Выражаю признательность специалистам лесной отрасли, общественникам, волонтерам, всем тем, кто не остается равнодушным к судьбе окружающей среды, ежегодно участвует в массовых акциях по посадке новых деревьев, восстановлению леса и уходу за ним. Ваш добросовестный труд, инициативность и отзывчивость – достойный вклад в наше общее дело.

Желаю вам крепкого здоровья, успехов в вашем благородном труде, счастья и благополучия!

 

Глава Чувашской Республики                      Олег Николаев



18 сентября 2022
08:00
Поделиться