Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Сара тасатаççĕ // НТРК Чувашии. 2023.05.10.

Етӗрнере Сӑр юхан шывне тасатас ӗҫ пуҫланчӗ. Ăна «Экологи» наци проекчӗпе килĕшӳллĕн тирпейлеççĕ. Унпа пĕрлех регионти «Уйрӑм шыв объекчӗсене упраса хӑварас» проект та пурнӑҫланать.
Чăваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх тӗмсене, путнӑ туратсене, тункатасене, шыва варалакан ҫӳп-ҫаплӑ ытти вырăнсене 2025-мĕш çулччен тасатма палӑртнă. Проект шайӗнче пӗтӗмӗшле 800 метр тӑршшӗ тирпейлĕç, ку вăл 2600 çынна тасалăхра пурăнма май парĕ. Шыва гидромеханизаци мелӗпе тасатма вара ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн çеç пуçлаççĕ, хальллĕхе ку ĕçсене тума вăлча сапакан тапхăр чарать. Тасату-тирпейлӳ ĕçĕсене тума федераци хыснинчен 19 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.



11 мая 2023
08:55
Поделиться