Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Чӑваш Енре халӑхсем хушшинчи «Астӑвӑм сачӗ» акци иртрӗ // ГТРК «Чувашия. 2023.05.12.


Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пуҫ хунисене халалласа ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ. Ун вӑхӑтӗнче пурӗ 27 миллион йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ. Акцие Республика Пуҫлӑхӗ хутшӑнчӗ.

«Астӑвӑм сачӗ» акцие Раҫҫейре 4-мӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Кӑҫал ку пархатарлӑ ӗҫе Чӑваш Енре 11 вӑрман хуҫалӑхӗнче йӗркеленӗ. Сурӑм тӑрӑхӗнче Красноармейски шкулӗнче вӗренекенсем, вӑрманҫӑсем пӗр пин те 500 чӑрӑш лартрӗҫ.

Хаяр вӑрҫӑ кашни ҫемьере тарӑн суран хӑварнӑ. Ҫавӑнпа фронтра вилнисене асӑнса ҫулсерен йывӑҫ лартаҫҫӗ. Хунавсем ҫинче - лартакансен ячӗсем. Олег Николаев ҫемйине те вӑрҫӑ синкерӗ пырса тивнӗ. Унӑн 2 тӑванӗ фронтран киле таврӑнайман.

Республикӑра кӑҫал «Астӑвӑм сачӗ» шучӗпе 26 гектар ҫинче пурӗ 53 пин йывӑҫ-тӗм лартма палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗмпе вара иртнӗ виҫӗ ҫулта ку шут 183 пин ҫурӑ хунава ҫитнӗ. Раҫҫейӗпе илес пулсан, акцие 4 ҫулта 5 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ. Пурӗ вӗсем палӑртнинчен чылай нумайрах - 95 миллион йывӑҫ лартнӑ пулин те, «Аставӑм сатне» малалла та ирттерме палӑртаҫҫӗ.



12 мая 2023
16:39
Поделиться