Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Пушар хăрушсăрлăхне тимлеççĕ //НТРК Чувашии. 2023.05.15.


Чăваш вăрманĕсене пушартан сыхлас енĕпе мĕн пур яваплă служба ĕçченĕсем сыхă тăраççĕ. Вăрманçăсене ку ĕçре çулсерен техникăна çĕнетни те пысăк пулăшу кӳрет. Республикăри çут çанталăк министерствинче вăй хуракансем журналистсемпе пĕрле çак кунсенче Çĕмĕрле тăрăхĕнче пулчĕç. Çĕнĕ техника хăйне мĕнле кăтартнине тишкерчĕç. Ăна «Экологи» наци проекчĕпе усă курса туяннă.
Вăрман çывăхĕнчи айлăмлă вырăнсене çитме те, пушар тухсан инкек тухнă çĕре ĕлкĕрме те çăлавçăсене çăмăлрах хальтен. Трактор, мототехника, автомобиль. Вĕсем вĕр çĕнĕ. Çĕмĕрле вăрман хуçалăхĕнче пушар автоцистернине «Экологи» наци проекчĕпе кăçал çеç илсе килнĕ-ха. Ахаль транспорт кĕреймен йывăр çула çăмăллăнах парăнтарать. 6 тонна шыв кĕрет кунта. 1 сехет пĕр чарăнми вутпа кĕрешме çитет çак калăпăш. Вăл яланах хатĕр, инкек тухасран сыхă тăрать. Шалта автоцистернăра водительсĕр пуçне тепĕр 5 çын вырнаçса лараять. Сывлăш баллонĕсем турттармалли уйрăм та пур.
ЮРИЙ КАТЕЙКИН: «Кăçал пирĕн пата 2 видеокамера килчĕ. 3 административлă округра лартатпăр. Пăрачкав районĕнче, теприне Çĕмĕрле районĕнче. Пире ăçта тĕтĕмсем пурри курăнсах тăрать.
Çĕмĕрле вăрман хуçалăхне икĕ муниципаллă тăрăх кĕрет. 100 000 гектара яхăн ку. Юлашки çулсенче кунта пушар тухнă тĕслĕхсем çукпа пĕрех тет Юрий Катейкин, çак тытăмра 42 çул ĕçлекенскер. Ку ĕнтĕ профилактика ĕçĕсем витĕмлĕ иртнипе те çыхăннă. Çапах та пурин те сыхă пулмалла. Йăлăмри вăрмансем уйрăмах хăрушлăх çуратаççĕ. Кăвайт чĕртсе тĕтĕмлесе какай ăшалакансем çав-çавах тупăнаççĕ тесе палăртаççĕ вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем. 2010-мĕш çулхи пушарсем çеç ан алхасчăр тесе тупа тăваççĕ вĕсемпе кĕрешекенсем.



16 мая 2023
08:21
Поделиться