Атăл кунĕ Чăваш Енре иртрĕ // НТРК Чувашии. 2023.05.22.
Атăл – Раççейри 39 субъекта çыхăнтарать. 60 миллион ытла çын мăнаçлă юхан шыв илемĕпе киленсе пурăнать. Çапах та çынсен çăмăлттайлăхне пула вăл кунсерен çӳп-çаппа вараланать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Атăла тасатас тĕллевпе тĕрлĕ программăсем йышăннă. Чăваш Енре те ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме тăрăшаççĕ. Экологи волонтерĕсем ытти хастарсемпе пĕрле каяшсене пухса тавралăха тасатма тăрăшаççĕ. Ачасене те мĕн пĕчĕкренех ку енĕпе вĕрентеççĕ. Атăл кунĕнче Шупашкарти Мускав çыран хĕрринче спорт, экологи, çемье уявĕ иртрĕ. Унта пирĕн ĕçтеш Регина Кубайкина çитсе курчĕ.
Атăл кунĕнче çулсерен йĕркелекен «Симĕс марафон» старт илчĕ. Кăçал унта 10 пин çын хутшăнма кăмăл тунă. Электронлă майпа регистаци иртнĕ.
АЛЕКСЕЙ АЛЕКСАНДРОВ: «Ăмăртура чи вăрăм дистанци – 10 км. Кайран вĕсем хыççăн ачасем чупаççĕ – 420 метр, 7-9 çулхисем, 10-13 çулхи ачасем чупаççĕ. Кайран вĕсем хыççăн массовый забег – 4 км та 200 метр. Вĕсем хыççăн вара – 4 км 200 м утаççĕ. Чи пĕчĕк ачасем – шкул ачисем – 7-9 çулхисем хутшăнаççĕ паян. Ку соревнованисем 10-мĕш çул ĕнтĕ».
Кулленхи пурнăçра спортпа тачă туслашма ĕлкĕрнисем те, хутран-ситрен чупса кăмăл тăвакансем те чупăва хутшăнчĕç. Вĕсене вара çывăх çыннисем хавхалантарма килнĕ. Пĕрисемшĕн ку пысăк ăмăрту умĕнхи тĕрĕслев, теприсемшĕн – хăйне хăй тĕрĕслени. Чи вăрăм дистанцие чупса финиша пĕрремĕш Михаил Максимов çитрĕ. 10 çухрăма парăнтарма 31 минут та 52 çеккунт кирлĕ пулчĕ.
МИХАИЛ МАКСИМОВ: «Ĕçлемелле, вара çĕнтеретĕн. Чи кирли вăл – сывлăх. Кашни хăйĕн тĕллевне лартать. Соревнование сире савăнтармалла.
Хĕрарăмсен хушшинче 39 минут та 52 çеккунтра Кристина Кострова финиша пĕрремĕш çитрĕ.
КРИСТИНА КОСТРОВА: «4-мĕш гимназире физкультура учителĕ пулса ĕçлетĕп. Ман ачасене валли тĕслĕх кăтартмалла тесе çавăнпа тренировкăсене тухкалатăп. Формăра пулмалла. Тĕрĕс, сывлăх йĕркине кăтартмалла. Тренировкăсем тунипе, çемье хавхалантарнипе 1-мĕш тухма май пулчĕ.
Кăçал та Чăваш Ен Атăл кунĕнче «Раççей шывĕ» экологи марафонне хутшăнчĕ. Çак юхăма çĕршыв шайĕнче ертсе пыракан Илья Разбаш палăртнă тăрăх, «Экологи» наци проекчĕпе усă курса патшалăх та, Атăл хĕрринче вырнаçнă регионсенче пурăнакансем те тасалăх ыйтăвĕпе пĕрле ĕçлеме пуçланă тапхăр çитнине палăртать. Çавăнпа та эковĕренӳ енĕпе çынсене нумайрах вырнаçтармалла тет вăл. Тоннăшар çӳп-çап пуçтаракан хастарсем кайран хăйсем те тавралăха чыссăрлама пăрахаççĕ тет Илья Андреевич. «Чăваш Енре питĕ таса, çынсем те хăйсен тĕп хулине тирпейлĕхре тытма тăрăшни сисĕнет», – терĕ «Раççей шывĕ» экологи пуçарăвĕн амбассадорĕ Юлия Михалкова.
ЛЕОНИД ЧЕРКЕСОВ: «Атăл хĕрринче питĕ нумай çын пуçтарăннă. Пирĕн «Единая Россия» хастарĕсем 100 çын ытла. Атăл тепĕр енне тасатма, хитрелетме, мусор тасатма кайрĕç. Пирĕн «Единая Россия» хастарĕсем те чупаççĕ паян. Питĕ пысăк уяв Шупашкар хулинче.
5 000 ытла çын Атăл юхан шывĕн сулахай çыранне тасатас ĕçе хутшăнчĕ. Унта тĕрлĕ предприятире вăй хуракансем, пĕлӳ çурчĕсенче ăс пухакансем тата ытти хастарсем ĕçлерĕç. Йывăр тиевлĕ 2 пысăк машина çӳп-çап илсе тухнă унтан. Тавралăха тасатас ĕç – хамăртан пуçланать-çке.