Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Чи лайӑххи ӑмӑртура палӑрчӗ // ГТРК «Чувашия. 2023.07.24.

Кире лесничествинче вӑрман касакансен ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ. Унта Чӑваш, Мари республикисенчен, Брянск, Чулхула облаҫӗсенчен 20 ытла ҫын тупӑшрӗ.
Вӑйлӑ, ӑста, ҫаврӑнӑҫуллӑ пулмалла, - теҫҫӗ вӑрман касакансем хӑйсем пирки. Ӗҫӗ вӗсен, пӗрре пӑхсан, ҫӑмӑл пек туйӑнать, тӗрӗссипе - яваплӑ та кӑткӑс. Йывӑҫа тӗрӗс касса йӑвантарасси хӑйех мӗне тӑрать. Вулли ҫак икӗ шалча хушшине кӗрсе ӳкмелле. Кунта вара пӑчкӑпа ӗҫленӗ чухне шута илмелли пайтах.
Конкурса хутшӑнакансем икӗ ушкӑна пайланса тупӑшрӗҫ. Пӗринче - ҫӗршывра ят-сум ҫӗнсе илнӗ маҫтӑрсем, тепринче - вӑрман хатӗрлекен хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсем. Арҫынсемпе танах хӗрарӑмсем те алла пӑчкӑ тытрӗҫ. Галина Климина Шупашкар лесничествинче ӗҫлет. Тӑватӑ ача амӑшӗ ӑсталӑх конкурсӗсенчен юлмасть. Пӗлтӗр Раҫҫей шайӗнчи тупӑшура иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ вӑл. Сӑмах май, Галина вӑрман касаканӑн удостоверенине илнӗ ҫӗршыври пӗрремӗш хӗрарӑм. Кӑҫал та унӑн Чӑваш Ен чысне хӳтӗлемелле пулӗ.
Тӳресем палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс хӗрӳ иртрӗ. Унта кӳршӗ регионсенчи тата Брянск тӑрӑхӗнчи ӑстасем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Тӗрлӗ енчен тӗрӗслерӗҫ вӗсене. Йывӑҫ каснипе пӗрлех бензопӑчкӑ сӑнчӑрне улӑштарчӗҫ, турат иртрӗҫ. Кунта хӑвӑртлӑх, пахалӑх, хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнни пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Республикӑн ҫут ҫанталӑк министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал конкурссем вӑрман касакан ӗҫӗн сумне ӳстерме пулӑшмалла. Хальхи йышши техника ҫынна ылмаштараймасть. Ҫавна май ҫамрӑксене илӗртесси - тӗп тӗллев.
Профессионалсен ушкӑнӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята Сергей Субботин тивӗҫрӗ. Вӑл «Дровосек» пӗрлешӳре тӑрӑшать. Унӑн ӗҫтешӗ Андрей Климин иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Вӗсем Артём Шашковпа тата Галина Климинӑпа пӗрле авӑн уйӑхӗнче Иркутскра пулакан Раҫҫей шайӗнчи тупӑшӑва хутшӑнӗҫ.



25 июля 2023
12:26
Поделиться