Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вăрман касакансем тупăшрĕç // НТРК Чувашии. 2023.07.24.

Йывăçа тĕрĕс те кирлĕ пек йăвантармалла, ĕçлекен хатĕрсене тирпейлемелле, туратсене иртмелле. Çак ĕçсен вăрттăнлăхне вăрман касакансем лайăх пĕлеççĕ. Чăваш Енре «2023-мĕш çулхи чи лайăх вăрман касакан» конкурс çĕнтерӳçине палăртрĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те вĕсемпе паллашма çула тухрĕ.
Асăннă ăмăрту Улатăр тăрăхĕнчи çут çанталăк министерствин Кире вăрман хуçалăхĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Енрен, Мари республикинчен, Брянскпа Чулхула облаçĕсенчен хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен 20 ăста пухăнчĕç. Ăмăрту йĕрки тăрăх, вĕсем 5 тапхăр витĕр тухрĕç. Канаш тăрăхĕнчен килнĕ Сергей Кириллов мĕн ачаран вăрманпа туслă пулнине пĕлтерет. Вăл та хутшăнакансен йышĕнче
. СЕРГЕЙ КИРИЛЛОВ: «Йывăçа йăвантарнă чухне ăна пăхас пулать, ăçталла тураттисем тайăлнă. Тата çилĕ те кассăн-кассăн чышать, çӳлтен питĕ вăйлă вăйпа чышать вăл çил. Çаксене шута илмелле йывăç йăвантарнă чухне». Ăмăртура пике те пур. Шăпах Галина Климина Раççейре вăрман касакан хĕрарăмсенчен пĕрремĕш пулнă. Вăл арçынсенчен пĕрре те кая юлмасть, тĕслĕх кăтартса пырать.
СЕРГЕЙ РАДЮКОВ: «Чи лайăх вăрман касакан – вăл питĕ йывăр професси. Унта питĕ лайăх пĕлӳсем кирлĕ. Пилапа ĕçлеме пĕлмелле, йывăç мĕнле ӳснине пĕлмелле, хăш енне çил вĕрнине пĕлмелле. Çавăнпа çак професси питĕ йывăр. Çак профессинче чи ăслă, чи вăйлă, пултаруллă çынсем çеç ĕçлеме пултараççĕ». Тупăшакансене 2 ушкăна пайларĕç: вăрман касакан ăстасем тата ку ĕçпе хутран-ситрен аппаланакансем. Ăстасенчен пĕрремĕш вырăнта – Сергей Субботин, иккӗмӗш вырӑнта – Андрей Климин, виҫҫӗмӗшӗнче – Брянск облаҫӗнчи Владимир Буянов. Чуна йăпатса вăрман касакансенчен: пĕрремĕш вырăнта Йĕпреç тăрăхĕчен килнĕ – Владимир Борисов, иккĕмĕш – Канаш тăрăхĕнчен хутшăннă Сергей Кириллов, виççĕмĕш вырăнта вара Улатăр тăрăхĕнчи Сергей Фадеев. Авăн уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче Иркутск облаçĕнче Раççей шайĕнче иртекен чемпионата Артём Шашков, Сергей Субботин, Андрей Климин тата Галина Климина кайӗҫ.



25 июля 2023
12:23
Поделиться