Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Хунавсене ачана пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ // ГТРК «Чувашия. 2023.07.26.

Хӗвеллӗ кунсем йӗпе-сапаллӑ пулса илеҫҫӗ пулин те, республикӑра ҫаплах-ха пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Вӑрманҫӑсем вут-кӑвартан асӑрханас тӗлӗшпе уйрӑмах сыхӑ тӑраҫҫӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Канаш лесничествинче пулса курчӗ, хуҫалӑхӑн кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ.

Канаш вӑрман хуҫалӑхӗ 50 пин гектар ытла йышӑнать, ҫуррине яхӑн вӑтам ҫулхи лӑсӑллӑ йывӑҫсем темелле. Хуҫалӑх мӗн пуррине тирпейлӗн упраса вӑй ҫитнӗ таран хӑй тӗллӗн аталанма май тупать. Кунта 50 пин хыр хунавӗ акса ӳстермелӗх теплица пур. Кун йышши республикӑра тата Йӗпреҫпе Ҫӗмӗрлере кӑна. Хӑйсене 10 пинӗш те ҫителӗклӗ, ытти - сутлӑх.

Йӗкел типӗтме те май тунӑ Канаш лесничествинче. Кунта пӗр харӑс 150 кило хыр, чӑрӑш, лиственница вӑррисене кирлӗ пек тирпейлеме пулать.

Сиккасси ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ питомник 1964-мӗш ҫултанпах ӗҫлет, вӑл 14 гектар йышӑнать. Кӑвак чӑрӑш, туя, хыр, юманпа ҫӑка, тӗрлӗ тӗмсен вӑрлӑхран лартса ӳстерекен калча речӗсем - пулас вӑрмансем. Лесничество пуҫлӑхӗ Дамир Юнусов каланӑ тӑрӑх, кунти ӗҫченсем хунавсене пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхса, чир-чӗртен упраса тӑраҫҫӗ, «яслире» 3 ҫул таран ҫитӗнтернӗ хыҫҫӑн «шкула» куҫарса лартаҫҫӗ.

Шӑрӑх вӑхӑтра пушар тухас хӑрушлӑх уйрӑмах пысӑк, пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 30 процентне йышӑнакан лӑсӑллӑ йывӑҫсем вара хӑвӑрт тивсе илекеннисен йышне кӗреҫҫӗ. Лесничествӑн тӗрлӗ округ ҫӗрне пӗрлештерекен лаптӑкне вӑрман хуралӗн ӗҫченӗсем яланах, уйрӑмах хальхи вӑхӑтра, тимлӗн пӑхса тӑраҫҫӗ.

Хуҫалӑхра талӑкӗпех тимлӗ хурал ӗҫлет, шыв тултарнӑ ятарлӑ машинӑсем кирек хӑш самантра пушар тухнӑ ҫӗре тухса кайма хатӗр тӑраҫҫӗ. Министерство пушар станцине ҫулсеренех кирлӗ техникӑпа тивӗҫтерет, кивелнисене ҫӗннипе улӑштарать. Кӑҫал ҫуркунне ир килчӗ, ҫавӑнпа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен вӑрманҫӑсем нихҫанхинчен сыхӑ. Утӑ уйӑхӗнче, сӑмахран, ҫуран та, машинӑпа та вӑрмана кӗрсе ҫӳреме чарнӑ.



26 июля 2023
14:33
Поделиться