Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Раççейри чи илемлĕ йывăç - чăваш юманĕ // НТРК Чувашии. 2023.08.01.

Вăрманта йывăç нумай та, юман паллăрах тесе ватăсем ахальтен каламан. Çакна Муркаш тăрăхĕнчи Ильинкăри юман çирĕплетрĕ. Вăл «2023-мĕш çулхи Раççейри йывăç» конкурса çĕнтерчĕ.
Муркаш тăрăхĕнче вырнаçнă юман республикăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çак çирĕп йывăç 372 çулта. Апла пулин те, вăл хăйĕн илемне çухатмасть. Чăваш Енри çынсене те, хăнасене те хăйĕн мăнаçлăхĕпе тĕлĕнтерет. «2023-мĕш çулхи Раççейри йывăç» конкурс çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурлă уйăхĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. 69 йывăçран Чăваш юманĕ пуринчен нумай çыннăн кăмăлне кайнă. Вăл 21 пин ытла сасă пухнă, çĕнтерӳçĕ ятне илме пултарнă. Ăна чысласа дипломпа пĕрле йывăçа тĕрĕслеме ятарлă сертификатпа тивĕçтереççĕ. Малашне унта тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттерме палăртаççĕ.
ОЛЬГА АНАТОЛЬЕВА: «Пирĕн юман патĕнче лармалли саксене вырнаçтарнă. Çуп-çап пăрахмалли урнăсене малашне вырнаçтараççĕ. Пирĕн туристсем çак юмана питĕ юратаççĕ, час-часах пырса çӳреççĕ. Çак вырăн пирĕн Чăваш Еншĕн вăл питĕ паха. Малашне те эпир туристсене юмана кăтартасшăн, туристсене пирĕн культурăпа паллаштарасшăн». «
Чăваш юманĕ республика хăнисене ытларах кăсăклантарĕ. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн кашни çынна тав тăватăп. Пĕрлĕхре – вăй!», – тесе пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче. Çавăн пекех Чăваш Енре ӳкерчĕксен конкусне йĕркелĕç. Чи илемлĕ ӳкерекен ачасен ĕçĕсене «2023-мĕш çулхи Раççейри йывăç» конкурс çĕнтерӳçисене чысланă чухне кăтартĕç. Аса илтеретпĕр, Чăваш юманĕ 2020-мĕш çулта та асăннă конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă пулнă.
Национальное телевидение Чувашии



02 августа 2023
10:23
Поделиться