Чăваш Ен федераци шайĕнчи «Симĕс Раççей» акцие хутшăнчĕ. Республикăра пурăнакансем, тӳре-шарара ĕçлекенсем, студентсемпе шкул ачисем, çут çанталăк тирпейĕшĕн пăшăрханакансем тавралăха тасатрĕç. 500 хастар 700 михĕ çӳп-çап пухрĕ.