Хуçасăр гидротехника сооруженийĕсен шучĕ чакнă // НТРК Чувашии. 2023.10.03.
Канашлура çĕкленĕ тепĕр ыйту – хуçасăр гидротехника сооруженийĕсем. Ун пеккисем республикăра 82. Вĕсен пахалăхĕ хăш-пĕр муниципалитетсенче пысăк хăрушлăх кăтартма пултарать. Авариллĕ лару-тăруран сыхланассипе хăрушсăрлăх мелĕсене йышăнас тесен юридици йĕркисене пăхăнмалла, сооруженисене çитес вăхăтра шута илмелле.