Йывăç лартасси — ырă йăлара // НТРК Чувашии. 2023.10.09.
«Йывăç лартса ӳстермен çын — хăрăк çын», - теççĕ халăхра. «Экологи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн çĕршыв шайĕнче «Вăрмана упраса хăваратпăр» акци иртет. Кăçал ăна 5-мĕш хут йĕркелерĕç.
Акцин тĕп тĕллевĕ — çĕршыври вăрмансене çĕнĕтесси тата вĕсене анлăлатасси. Çак ĕçе Чăваш Енре пурăнакансем кашни çулах хастар хутшăнаççĕ. Çут çанталăк управçисем Шупашкар тăрăхĕнчи Анатри Макаç ялĕнче пухăнчĕç.