Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çĕнĕ çулта - çĕнĕлĕхсем // НТРК Чувашии. 2023.10.26.

Курăк тухни, çумăр çуни, йывăç папкана ларни. Ку пĕтĕмпех çут çанталăк асамлăхĕ. Унăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕрлĕ. Çак илемпе пуянлăха упраса тата сыхласа хăварассишĕн Чăваш Енри влаç тытăмĕнче вăй хуракансем тата вăрман хуçалăхĕн ертӳçисем тăрăшаççĕ. Юлашки 9 уйăхра туса ирттернĕ ĕçсене республикăри ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин ларăвĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кайăксем чĕвĕлтетнине итлесе уçă сывлăшра канас тесен çут çанталăка тасатса тăмалла. Канма кайсан та çуп-çапсене унта пăрахса хăвармалла мар. Юхан-шыв, вăрман, хир. Пур çĕрте те кĕтмен инкек тухма пултарать. Сăмахран, республикăри вăрман хуçалăхĕн ертӳçисем пушар хăрушлăхĕнчен сыхланма хĕллех хатĕрленме пуçлаççĕ.
ВАСИЛИЙ БОГДАНОВ: “Малтанласа эпир пирĕн лесопожарный станцине хатĕрлетпĕр. Эпир унта валли кирлĕ чух бензин, дизтопливо илсе хатĕрлетпĕр. Çавăн пекех техникăна тепĕр хут тĕрĕслетпĕр вăрман хăрушлăхĕ пуçланиччен вĕсем хатĕр пулччăр тесе”. Юлашки 9 уйăхра республикăра вӑрман саккунӗсене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑракан 5329 мероприяти ирттернĕ. Саккуна пăсакансем те тупăннă. Шучĕ вара пĕчĕк мар – пурĕ 71. Асăрхаттару илнисем 28 çынпа 1 пĕрлешӳ. Кăçалхи 3-мĕш кварталта кăна 26 хут вăрманти йывăçсене юраман лаптăксенче каснă. Çавна май профилактика ĕçĕсене анлăрах ирттерме палăртнă. Çавăн пекех пушартан сыхланасси те тимлĕхре.
ВАСИЛИЙ БОГДАНОВ: “Типĕ курăк вăл пушар пулма питĕ вăйлă пулăшать. Пирĕн ун пек кĕтессем ĕнтĕ вĕсем Атăл хĕрринче вырнаçнă. Пирĕн лесничество хулара, хула çумĕнче пулнипе пĕтĕм хула халăхĕ пирĕн пата канма çӳрет. Вот вĕсем ĕнтĕ пуçлаç Атăл хĕрринчен, çавăнпа та эпир малтанласа Атăл хĕрринче питĕ сыхă тăратпăр. Кайран çавăн пекех ытти çĕрте те тăрăшатпăр”.
«2024-мĕш ҫула Экологи культурипе ҫут ҫанталăка перекетлессине халаллаççĕ. Çакă çĕнĕ проектсем пуçарма, çут çанталăка упрас ĕçсене ытларах тимлĕх уйăрма пулăшĕ», – палăртрĕ ларура Чӑваш Енри ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов. Çавăн пекех çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. Сăмахран, тепĕр çул республикăри паллă вырăнсенчен тăракан интерактивлă экологи атласĕ тăвĕç. Атăлçири лайăх эколога палăртĕç. Экологи туризмне аталантарĕç.



27 октября 2023
11:17
Поделиться