Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çитес çула хатĕрленеççĕ // НТРК Чувашии. 2023.11.13.

2024-мĕш çула экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕн усă курмалли çулталăк пулассине Чăваш Ен Пуçлăхĕ маларах çирĕплетнĕччĕ. Халĕ унăн логотипĕпе девизĕ епле пулассине шутлаççĕ. Кун пирки конкурс та пуçарса янă. Республикăра пурăнакансенчен сĕнӳсем кĕтеççĕ. Чи лайăххине тӳресем суйласа илĕç. Конкурса аслисемпе пĕрлех пĕчĕкскерсем те хутшăнаççĕ.
Сăмахран, чи кĕçĕн ӳнерçĕ 4 çулта. Кам каранташпа, кам сăрăпа ӳкерет. Компьютер графикипе тĕлĕнтерекенсем те пур. Хăшĕсем вара пысăк презентаци туса хатĕрленĕ. Унта конкурса хутшăнакансем логотип вăл е ку хатĕр çинче мĕнле вырнаçнине тата епле пулнине кăтартнă. Çавăн пекех Чăваш Енре пурăнакансем çут çанталăка юратнине палăртакан девиз йышăнаççĕ. Конкурс чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырать. Хăйне евĕрлĕ тата чаплă ĕçсен хуçисене дипломпа тата парнепе хавхалантарĕç. Конкурс условийĕсемпе Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин тетелĕнче паллашма пулать



14 ноября 2023
07:18
Поделиться