Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

«Хĕрлĕ кĕнекене» çĕнетнĕ // НТРК Чувашии. 2023.11.21.

Çут çанталăк – пирĕн пуянлăх. Унпа йăлтах йĕркеллĕ пулсан çын та хăйне аван туять. Çапах та çĕр аннемĕрĕн пуласлăхĕ этемрен чылай килет. Шупашкарта Чăваш Енĕн «Хĕрлĕ кĕнекин» «Чĕр чунсем» пайĕн 2-мĕш томне пахаларĕç. Ку 2010-мĕш çулта кăларнă ĕçĕн малалли, унта юлашки тапхăрта сайра тĕл пулакан тата пĕтсе пыракан чĕр чунсем пирки çырса панă. Чăваш Енĕн çĕнетнĕ «Хĕрлĕ кĕнекине» пахаланă вăхăтра пухăннисене çак ĕçе кĕртнĕ чĕр чунсен сăнӳкерчĕкĕсене кăтартрĕç. Унта 229 тĕрлĕ чĕр чун кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче 159-шĕ çурăм шăммисĕррисем, çитмĕлĕшĕ – çурăм шăммиллисем, ку йышра – 49 тĕрлĕ вĕçен-кайăк. Иртнĕ кĕнекепе танлаштарсан, 2-мĕш том 20 процент таран çĕнелнĕ.
АЛЕКСАНДР ЯКОВЛЕВ: «Икĕ çул ĕнтĕ ĕçлерĕмĕр. Малтан çӳрерĕмĕр пĕтĕм республикипе. Эпĕ хам вĕçен-кайăксене тĕпчетĕп. Çавăнпа та мĕнле вĕçен-кайăксене тĕпчемелле, çĕнĕ хушăма кĕртмелле тесе, хăшсене кăлармалла тесе – çавна тĕпчерĕмĕр. Кайран вара çак кĕнекере ман ĕç вăл – карттăсем ӳкересси. Пĕтĕм кашни чĕр чун ăçта мĕнле тĕл пулнă – çавна ӳкертĕм».
Пĕтĕмпе ĕç 336 страницăран тăрать. Ăна халăх патне илсе çитерес тесе чылай ĕçчен тăрăшнă: ăслăлăх редакторĕсем, статьясемпе сăн ӳкерчĕксен авторĕсем, рецензентсем. Çывăх вăхăтра унпа республикăн библиотекисенче паллашма пулĕ. Çавăн пекех Чăваш Республкин çут çанталăк Министерствин сайтĕнче электронлă варианте вулама май пур. Малашне авторсен умĕнче çĕнĕ тĕллев – Чăваш Ен çĕрĕсен Хĕрлĕ кĕнекине тăвасси.



22 ноября 2023
08:05
Поделиться