Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Çăмăлах мар // НТРК Чувашии. 2023.11.20.

Чăваш Енре пурăнакансем пĕтĕм тĕнчери географи диктантне çырчĕç. Географипе туслисем хăйсен пĕлӳ шайне тĕрĕслерĕç. Акцие республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Пĕлтĕр регионта 39 лапам ĕçленĕ пулсан, кăçал вара миçе-ши? Хуравĕ – пирĕн сюжетра. Диктант çырма лариччен тĕрĕслеве хутшăнакансем куравпа паллашрĕç. Вăл хăйне евĕр. Чи малтанах кĕсье телефонĕ çине ятарлă программăна уçламалла. Ăна ӳкерчĕк патне илсе пырсан, унти чĕр чунсемпе кайăксем «чĕрĕлеççĕ». Вĕсен сассине илтме, мĕн тунине сăнама та пулать. Палăртмалла, чĕр чунсемпе кайăксем пурте Чăваш Енре пурăнакансем. Çак курав географи диктантне çырма килнĕскерсемшĕн те питĕ кăсăклă пулчĕ. Хăшĕсем хăйсен пĕлĕвне пĕрремĕш хут кăна мар тĕрĕслеççĕ.
АНАСТАСИЯ ПАШКОВА: “Географи диктанчĕ мана питĕ çырма килĕшет. Эпĕ çыратăп иккĕмĕш хут. Географипе эпĕ питĕ интересленетĕп. Мана çав предмет питĕ килĕшет. Эпĕ 9-мĕш класра çырнă пулнă экзамен çав предметпа”. «Диктант» тесенех хăшĕсемшĕн экзамен евĕрех туйăнать. Тĕрĕслевре вĕренӳ програмиссĕр пуçне, шухăш тĕлĕшĕнчен епле хуравланине те пăхрĕç. Кăçал республикăра пурĕ 70 лапам йĕркеленĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ку 2 хут нумайрах.
СВЕТЛАНА МЫЛЬНИКОВА: “Çак географи диктанчĕ вăл, чăнах та, тĕлĕнмелле йăла-йĕрке пулса кайрĕ маншăн. Кунта эпĕ хампа пĕрле ĕçлекен юлташсене тĕл пулатăп – пĕрремĕш, хама вĕрентнĕ преподавательсене тĕл пулатăп. Чи малтан, паллах, хама тĕрĕслесшĕн. Мĕнле пĕлетĕп эпĕ хамăн тăван çĕршыва, хамăн пĕчĕк тăван çĕршыва”. Географи диктанчĕн ыйтăвĕсене хатĕрленĕ чух ăсчахсем çеç мар, пур çын та сĕнӳсем пама пултарнă. Тĕрĕслевре пурĕ 40 ыйту. Вĕсене 45 минутра хуравламалла.
– Диктант питĕ йывăр тесен те юрать, мĕншĕн тесессĕн ыйтăвĕсем пĕр енчен кăткăсах мар пек туйăнаççĕ пулсан та, анчах та вĕсем питĕ аякка, унчченхи ĕмĕрсене каякан тĕслĕхсемпе çак пирĕн пурнăç тапхăрĕсемпе çыхăннă ыйтусем. Паллах, вĕсене тӳрех аса илме те хĕнлĕрех тесен те юрать. Анчах та çакăн пек пуç мимине пăртак йывăрлăхсемпе, ман шутпа, пуянлатни питĕ усăллă япала. Мана диктант килĕшрĕ пĕтĕмĕшле илсессĕн. Диктанта килтен тухмасăр онлайн мелĕпе çырма та май пур. Хутшăнма кăмăл тăвакансем интернет уçлăхĕнче раштав уйăхĕччен хăйсене тĕрĕслеме пултараççĕ. Регистраци тума кирлĕ мар, пухнă баллсемпе вара тӳрех паллашма пулать.



22 ноября 2023
07:45
Поделиться