Раҫҫейре 9-мӗш хут географи диктанчӗ ҫырчӗҫ // ГТРК «Чувашия». 2023.11.21.
Ҫапла майпа «Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн» пуҫарӑвӗ ҫулсерен миллионшар ҫынна пухса хӑйӗн пӗлтерӗшне ӳстерсе пырать. Йӑлана кӗнӗ акци кӑҫал Чӑваш Енри 70 лаптӑкра иртрӗ.
Тӗнчери ҫут ӗҫ акцийӗ географи пӗлӗвне тӗрӗсленипе пӗрлех халӑхӑн тавракурӑмне пуянлатать. 9 ҫул хушшинче диктанта Раҫҫейпе пӗрле 126 ҫӗршывра ҫырнӑ. Акцие ҫулран-ҫул ватти-вӗтти таранччен вуншар професси ҫынни хутшӑнать. Студентсемпе вӗрентекенсем, тухтӑрсем, актерсемпе спортсменсем тата ыттисем те. Пурте хӑйсен географи юратӑвне палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енре географи диктантне ҫыракансен йышӗ ҫулран ҫул палӑрмаллах ӳссе пырать. Кӑҫал акцие 3 пине яхӑн ҫын хутшӑнчӗ. Диктанта вӗсем шкулсемпе вулавӑшсенче ҫеҫ мар, уҫӑ сывлӑшра та ҫырчӗҫ. Сӑмах май, Сӗнтӗрвӑррисем Патша тӑвӗ ҫинче пухӑнчӗҫ. Хӑш-пӗр хастарсем вара Шупашкарти Тӗп почта уйрӑмне килчӗҫ. Ҫавӑн пекех айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин пайӗнче те диктант ҫырчӗҫ. Тӗп лаптӑк вара яланхиллех Чӑваш патшалӑх университетӗнче пулчӗ. Кунти 5 аудиторире 400 ҫын пухӑнчӗ. Хӑнасене валли аслӑ шкулта ятарлӑ курав хатӗрленӗ. Унта хамӑр тӑрӑхри ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне тата «Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн» ӗҫ-хӗлне сӑнласа кӑтартнӑ. Экспедицисенче тунӑ сӑнӳкерчӗксем куракана Мурманскран пуҫласа Чукотка таранах илсе ҫитереҫҫӗ. Хӑйнеевӗрлӗ пуянлӑхпа диктант умӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та паллашрӗ. Кӑҫалтан вӑл пӗрлешӗвӗн попечитель канашне ертсе пырать. Акцие вӑл мӑшӑрӗпе хутшӑнчӗ. Ыйтусене вара хут ҫине ҫырса кӑтартнипе пӗрлех итлеме те пулчӗ. Ку тӗллевпе ятарласа паллӑ ҫынсене явӑҫтарнӑ. Кӑҫал вӗсем: Анастасия Чернобровина, Дмитрий Харатьян тата Олег Газманов пулчӗҫ.
Географипе кӑсӑкланакансен йышӗнче тӗпчевҫӗсемпе ҫулҫӳревҫӗсем те чылай. Ҫавӑнпа та диктанта вокзалсемпе пуйӑссенче, ҫар карапӗсемпе музейсенче тата ытти кӑткӑс вырӑнсенче ҫыраҫҫӗ. Кӑҫал ҫыхӑнӑва ҫӗр чӑмӑрӗн кашни континентӗнчен, сӑмах май, Антарктидӑран та тухакан пулнӑ. Тӗнче уҫлӑхӗнчи космонавтсем те хутшӑннӑ. Текста ятарласа китай, араб, акӑлчан, франци тата испани чӗлхисене куҫарнӑ. Ҫапла, мӑнаҫлӑ ҫӗршывӑн хӑйнеевӗрлӗхӗпе историне пӗлни никама та чӑрмантармасть. Тӑван тавралӑх пӗлӗвне ӑша хывни уйрӑмах ҫитӗнекен ӑрӑва патриот пулса ӳсме пулӑшать. Ҫав вӑхӑтрах географи пуҫватмӑшӗсем самай йывӑр пулнине палӑртмалла.
Диктантри 40 ыйтӑва 45 минутра хуравламалла пулчӗ. Унӑн анонимлӑ кӑтартӑвӗсем раштавӑн 12 мӑшӗнче паллӑ пулаҫҫӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ - халӑха пӗрлештерсе ҫирӗппӗн ырӑ малашлӑха утасси.