Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Экологи çулталăкне хатĕрленеççĕ // НТРК Чувашии. 2023.12.06.

2024-мĕш çула Чăваш Енре çут çанталăка халалласа ирттерĕç. Çулталăк логотипĕпе девизне палăртас тĕллевпе республикăра ятарлă конкурс та йĕркеленĕ. 130 ытла ĕçрен чи лайăххисене суйласа çĕнтерӳçĕсен ячĕсене палăртнă. Хальхи вăхăтра мероприятисем йĕркелес енĕпе пуçарнă комитет çитес çул пурнăçламалли ĕçсен планне хатĕрлет. Çулталăк логотипĕпе девизне йĕркелес ĕç темиçе тапхăртан тăрать. Чи малтанах регион шайĕнче конкурс ирттернĕ. Унта хутшăнакан кашни çыннах пултарулăхне кăтартса проект сĕнме ыйтнă. Конкурс комиссийĕ çулталăк паллине тата девизне туллин уçса паракан 3-шер çĕнтерӳçĕне суйланă. Комсомольски салинчи Надежда Абдюшева логотип ӳкерсе 1-мĕш вырăна тухнă. «Чи асра юлакан девиз» номинацире вара Шупашкар хулинчи Даниил Петров çĕнтернĕ. Çĕнтерӳçĕсен пултарулăх шухăшĕсемпе малалла дизайнерсем ĕçлĕç. Çитес çул вăрман фондĕнче тата уйрăмах сыхлакан çут çанталăк территорийĕсенче çĕнĕ экологи маршурчĕсене уçма палăртаççĕ. «Хальхи вăхăтра вăрманлăх ĕçченĕсем экологи сукмакĕсене тишкерсе хăтлăх кĕртеççĕ, тепĕр çул унта çемьепе канма пулĕ» – палăртнă Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.



09 декабря 2023
10:21
Поделиться