Сунарçăсене тĕрĕслеççĕ // НТРК Чувашии. 2023.12.06.
Хĕлле чылай çыннăн чун киленĕçĕ пур. Пĕрисем пăр шăнсан пулă тытма каяççĕ, теприсем юр çусан уçă сывлăшпа сывлама сунара çул тытаççĕ. Çапах кашни япалан йĕрки пур. Çут çанталăкпа туслисем çав вăхăтрах сăтăр тума та пултараççĕ, çакна тытса чарас тесе ятарлă ĕçченсем тĕрĕслеве тухаççĕ.
Вăрмана пăшал çакса килекенсем чĕр-чунсене тытнисĕр пуçне, вĕсене капкăнсемпе асаплантарса вĕлерекенсем те пур. Çакнашкал усал сунарçăсене тупса палăртас тĕллевпе кăçал раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2100 рейд ирттернĕ. Çут-çанталăка упракансем кашни кун вăрмансене сыхлаççĕ. 11 уйăхра 86 хут сунарçăсем йĕркене пăхăнманнине çирĕплетнĕ. Чи анлă сарăлни – сунара кайма ирĕк паракан документ çукки. Сăмах май, ăна «Патшалăх пулăшăвĕсем» портал урлă йеркелеме пулать. Çавăн пекех пăшала кирлĕ пек йăтса çӳременни, чĕр-чуна илĕртекен капкăнсемпе усă курни тĕл пулать. Инспекторсем вăрманта пурăнакансен 78 виллине палăртнă, нумайрах чухне пăшисем – вĕсем хĕрĕхĕн. Вĕсенчен вăтăрăшĕ çул çинчи аварисенче вилнĕ. Палăртса хăвармалла, хальхи вăхăтра хир сыснисемпе качакисене, тилĕсене, мулкачсене, кашкăрсене тытма ирĕк пур.