Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тĕрĕслеве тухрĕç // НТРК Чувашии. 2023.12.04.

Çĕнĕ çул çывхарать. Çутăсем çакаççĕ, чăрăшсем лартаççĕ. Лавккаран туянас вырăнне вара хăшĕсем вăрмантан илсе килеççĕ. Ку саккуна хирĕç кайни пулать. Чăрăш касакансене мĕн кĕтет-ши? Хуравĕ – черетлĕ сюжетра.
«Вăрманти ешĕл чăрăша вырнаçтарсан тутлă шăршă тăрать», – тесе хăйсене тӳрре кăларма тăрăшаççĕ. Йывăçа шеллемен çынсене явап тыттарасси те ăнлануллă. Пур-пĕрех саккуна пăсакансем тупăнаççĕ. Вĕсене тытас тата çут çанталăка упрас тĕллевпе республикăри вăрман хуралçисем тĕрĕслеве тухрĕç. Ытларах ялсем таврашĕнче, пурте усă куракан çулсем тата çутă йĕрĕсем патĕнче хураллĕç. 2022-мĕш çулта та вăрманçăсем 300 тĕрĕслев ирттернĕ. Сăтăр тăвакан та тупăннă. Саккуна пăсакан çын 2 чăрăш касма хăтланнă. Вăрман хуралçисемпе пĕрлех Чăваш Енри çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем те йĕркене пăхăнманскерсене сыхлаççĕ. Аса илтеретпĕр, саккуна пăсса чăрăш касакансен 5 000 тенке яхăн штраф тӳлеме тивĕ. Каснă йывăçа тавăрма лекĕ. Сăтăр туни 5 пин тенкĕрен иртрĕ пулсан вара уголовлă яваплăх тыттараççĕ. Çавăнпа та вăрманçăсем лавккаран чăрăш туянма сĕнеççĕ. Вĕсем те чĕрĕ евĕрех. Телее, темиçе çул та тăраççĕ. Çав тери ешĕл йывăç илĕртсен вара Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви ĕçченĕсемпе çыхăнмалла. Хăш вăрманлăхра тата тĕрĕс мĕнле касмаллине пĕлтерĕç. Çакă саккунпа килĕшӳллĕн те пулĕ.



09 декабря 2023
10:20
Поделиться