Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шупашкарта «Ешӗл Чӑваш Ен» фестиваль иртрӗ // ГТРК «Чувашия». 2023.12.15.


11-мӗш хут йӗркеленӗ экологи форумне тӗрлӗ шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, обществӑлла пӗрлешӳсен хастарӗсем хутшӑнчӗҫ.

Наци библиотекине пухӑннӑ ҫамрӑк экологсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан стендсем хатӗрленӗ. 5-мӗш гимназире, тӗслӗхрен, «Добрые крышечки» фонд йӗркеленӗ. Хастарсем пластик кӗленче хупписене ӑпӑр-тапӑр тирпейлекенсене пуҫтарса параҫҫӗ, ҫапла тавралӑха тасарах тӑватпӑр, теҫҫӗ. Пухӑннӑ укҫана вара ыркӑмӑллӑх ӗҫне яраҫҫӗ. «Экомаршрутка» пӗрлешӳ хастарӗсем те тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем уйӑхне 1 хут Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗсем тӑрӑх «Газель» ҫӳретеҫҫӗ. Кашни обществӑлла чарӑнура вӗсене ҫынсем килӗнчи ӑпӑр-тапӑрне илсе тухса параҫҫӗ. Темӗн те йышӑнаҫҫӗ: кивӗ хутран пуҫласа шӑл тасатмалли щеткӑсем таранах.

Пухӑннисем «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗпе «Присурский» заповедник ӗҫӗ-хӗлӗпе те кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Тӗрлӗ ӳсен-тӑранпа чӗрчун куҫ умӗнче чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ кунта. «Эткер» ача-пӑча центрӗнче вара ҫамрӑк вӑрманҫӑсене хатӗрлес тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.

Фестивальте уҫӑ уроксем те пулчӗҫ. Ачасем умӗнче Федор Карягин тухса калаҫрӗ. Вӑл республикӑри экологи темипе доклад турӗ.

Кун пек тӗл пулу ирттерни питӗ усӑллӑ. Чӑваш Енре ҫитес ҫул экологи культурин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗрен, «Ешӗл Чӑваш Ен» фестиваль пӗлтерӗшӗ татах та ӳсет.



20 декабря 2023
14:47
Поделиться