Чӑваш Енре Экологи тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗн усӑ курассине халалланӑ ҫулталӑк уҫӑлчӗ // ГТРК «Чувашия». 2024.01.29.
Аса илтеретӗп, ӑна Республика Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ. Паллӑ ӑсчахсем, экологсем, вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем, педагогсем, ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем, влаҫ тытӑмӗнче тӑракансем уява пуҫтарӑнчӗҫ.
Хӑнасене «Чӑваш Енӗн экологи пурлӑхӗ» курав кӗтсе илчӗ. Ҫулҫӑсем чӑштӑртатни, кайӑксем юрлани... Фойере чӑн-чӑн ҫут ҫанталӑк ытамне лекрӗҫ уява килнисем. Экспозици стенчӗсем информаци тӗлӗшӗнчен пуян. Пӗр вырӑнта республикӑри пӗчӗк юханшывсемпе кӳлӗсем, уйрӑм сыхлакан ҫут ҫанталӑк кӗтесӗсем, Хӗрлӗ кӗнекери чӗр чунсемпе ӳсен тӑрансем пирки каласа кӑтартнӑ.
Экологи ҫулталӑкне кӗнӗ ятпа залра пухӑннисене чи малтанах Олег Николаев саламларӗ. Республика Пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, регионти ҫут ҫанталӑкӑн хӑйнеевӗрлӗ илемне, пуянлӑхне, тасалӑхне сыхласа хӑвармалла. Пӗлтӗр, сӑмахран, ҫак тӗллевпе Чӑваш Енри вӑрмансене чӗртсе тӑратас ӗҫе туллин пурнӑҫланӑ. «Пӗр суйланӑ ҫултан пӑрӑнмалла мар», - терӗ регион ертӳҫи. Каяш шывсене тасатассипе, тавралӑха ӑпӑр-тапӑр сахалрах кӑларассипе малаллах ӗҫлеме палӑртнӑ. Ҫулталӑка пӑхса хунӑ программа пуян та тӗрлӗ енлӗ. Экологи акцийӗсенчен пуҫласа калӑпӑшлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртесси таранах. «Тавралӑха малашне те упраса пурӑнассипе шанчӑклӑ та ҫирӗп никӗс хывмалла», - палӑртрӗ Ҫут ҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов та.
Экологи туризмне аталантарасси - тепӗр пысӑк та кӑсӑклӑ ӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансемпе хӑнасем валли заповедниксемпе вӑрмансенче, юханшыв таврашӗсенче экологи маршручӗсем хывӗҫ. Хамӑр тӑрӑхӑн интерактивлӑ Экологи атласне тумалла, регионти ҫӑлкуҫсен цифрӑллӑ карттине хута ямалла, атмосфера сывлӑшне тӗрӗслесе тӑмалли тытӑм йӗркелемелле. Кӗскен каласан, ҫулталӑк тухӑҫлӑ иртмелле. Вӑрмансемпе уй-хире, кӳлӗ-пӗве таврашне ҫӗнӗрен сывласа яма пани - республикӑри халӑхшӑн та тем пек усӑллӑ пулмалла.
Сӑмах май, ырӑ пуҫарӑва кашниех хӑй тӳпине хывма пултарӗ. Шывпа, ҫутӑпа перекетлӗ усӑ курма пуҫланиех - пӗрремӗш пысӑк утӑм. Тавралӑха тасамарлӑхран хӳтӗлени, тирпейлесе тӑни те - пархатарлӑ ӗҫ.