Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Вӗсен ӗҫ стаж 200 ҫултан та иртнӗ // ГТРК «Чувашия». 2024.05.29.

https://vk.com/video-105377917_456241844 
Сӑмах - Ҫӗмӗрлери Сидоровсемпе Медведевсен тата Ластухинсен ҫемйисем пирки. Вӗсем пурте вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ е хальхи вӑхӑтра тӑрӑшаҫҫӗ. «Ҫемьери професси» проекта малалла тӑснӑ май пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ хастар вӑрманҫӑсемпе тӗл пулчӗ.

Йӑха пуҫарса яраканӗ - Гурий Сидоров. Вӑл Турхан вӑрман хуҫалӑхӗнче 30 ытла ҫул лесничире ӗҫленӗ. 60-мӗш ҫулсенче вӑрмансенче 1200 гектара яхӑн пушӑ ҫӗрсем пулнӑ. Вӗсенче пӗтӗмпех хунавсем лартма тивнӗ. Турхан вӑрман хуҫалӑхӗнчи лаптӑксен 40 процентне шӑпах Гурий Егорович лартса ӳстернӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна «Чӑваш Республикин вӑрман хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята панӑ. Унӑн ытти награда та нумай.

Гурий Сидоров пуҫарнӑ вӑрманҫӑсен йӑхӗнче паянхи куна 9 ҫын. Антонида Медведева та ашшӗнчен тӗслӗх илсе Ленинградри вӑрман академине пӗтернӗ. Антонида Гурьевна 37 ҫул вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ. Уншӑн ашшӗ яланах ырӑ тӗслӗх пулнӑ. Хӑй те чунтан тӑрӑшнӑ, ыттисенчен те ҫирӗп ыйтнӑ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Улхашӗнчи питомникре Антонида Гурьевнан Наталья кинӗ ӗҫлет, тӗрлӗ хунав ӳстерес енӗпе тимлет. Сӑмах май, унӑн мӑшӑрӗ Максим ятарлӑ ҫар операцине хӑй ирӗкӗпе тухса кайнӑ. Тепӗр тӑванӗ - Анна Ластухина Ҫӗмӗрлери вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшать. Вӑл Гурий Егоровича лайӑх астӑвать. Ӗҫре яланах усӑллӑ канашсемпе пулӑшса пыратьччӗ, тет. Антонида Гурьевна вара 7-мӗш ҫул ӗнтӗ тивӗҫлӗ канура. Апла пулин те юратнӑ ӗҫне манмасть, кайсах ҫӳрет. Питомникре теплица туса лартнине ырласах каймасть вӑл. Уҫӑ ҫӗрте хунавсем ҫирӗпрех пулнине палӑртать. Пӗтӗмӗшле вара кӑмӑллӑ. «Эпир мӗнле ӗҫленӗ, ҫамрӑксем те пиртен кая юлмаҫҫӗ», - тесе хӗпӗртет. Ӗҫ ветеранӗ пӗрре те алӑ усса лармасть. Вӑл пушӑ вӑхӑтра калавсем ҫырма юратать. Е скутер ҫине ларать те яла ҫул тытать. Унта унӑн пысӑк хуҫалӑх пур. Ватӑлма ман вӑхат та, кӑмӑл та ҫук, - тет. Мӑнукӗсем те ӑна хавхалантарсах тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен кам та пулин вӑрманҫӑ ӗҫне суйласан тем пекехчӗ,- ӗмӗтленет Антонида Гурьевна.



30 мая 2024
08:03
Поделиться