Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Чӑваш Енре вӑрманти пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ // ГТРК «Чувашия». 2024.06.03.

https://vk.com/video-105377917_456241910 
Унта республикӑри 13 вӑрманҫӑ хутшӑнчӗ. Вӗсен хӑйсем мӗн пултарнине 3 тапхӑрта кӑтартмалла пулчӗ.

Ҫак ӑмӑртӑва кӑҫалхипе 10-мӗш хут йӗркеленӗ. Пушара хирӗҫ кӗрешекенсен хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартнипе пӗрлех, пӗлӗвне те ҫирӗплетмелле пулчӗ. Теори пайӗнче 20 минутра 40 ыйтӑва хуравламалла. Унсӑр пуҫне 100 метра чупассинче тупӑшрӗҫ, тӗрлӗ хӑнӑхтару туса вӑй виҫрӗҫ. Ӑмӑртӑва пурте лайӑх хатӗрленсе килнӗ. Уйрӑмах ҫулӑма сӳнтересси, бензопӑчкӑпа пӗрене касасси кӑсӑклӑ пулчӗ.

Николай Васильев Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче 8-мӗш ҫул тӑрӑшать. Професси конкурсне тӑтӑшах хутшӑнать. Хӑйне пушарнӑй ӗҫӗ ҫав тери килӗшнине пӗлтерет. Ялта ҫуралса ӳснӗскере нимӗнле йывӑрлӑх та хӑратмасть.

Пӗтӗм тапхӑра пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн, 2-мӗш вырӑна Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнчи Николай Андреев, виҫҫӗмӗшне Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗнчи Сергей Иванов ҫӗнсе илчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята вара Опытнӑй вӑрман хуҫалӑхӗнчи участок пуҫлӑхӗ Анатолий Михайлов тивӗҫрӗ. Вӑл тинех ҫитӗнӳ тума пултарнишӗн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломпа пӗрлех хаклӑ парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Анатолий Михайлов унсӑр пуҫне кӗркунне республика чысне Раҫҫей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗ.



04 июня 2024
08:02
Поделиться