Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юххи - сывӑ пурнӑҫӑн таппи // ГТРК «Чувашия». 2026.06.19.

https://vk.com/video-105377917_456242124 
Чӑваш Енре ҫӑлкуҫсен интерактивлӑ карттине хатӗрлеҫҫӗ.

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи чи аякра вырнаҫнӑ Пулмантӑш ялӗ те хӑй тавра тӗлӗнмелле ҫӑлкуҫсене пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсем кунта вырнаҫнӑ Чӑваш Енри чи ҫӳллӗ вырӑнтан, халӑхра «Шӗвӗр тӳпе» тесе калакан Аратан сӑрчӗ айӗпе сӑрхӑнса тухаҫҫӗ тейӗн. Ял ҫумӗнчи ҫырмара вӗсен шучӗ 300-тен те иртет. Тӗрӗссипе каласан, паян ял халӑхӗ ҫӑлкуҫсен шутне те ҫухатнӑ. Вӗсене кирлӗ пек пӑхса тӑманран иртнӗ ҫулсенче нумайӑшӗ юшкӑнланса, питрӗнсе ларнӑ. Пӗлтӗр вара, Пулмантӑшрах ҫуралса ӳснӗ Татьяна Федорова тӑрӑшнипе тарма пуҫланӑ шыв куҫӗсем ҫӗнӗрен уҫӑлма пуҫланӑ. Ырӑ ӗҫе ҫамрӑксене, шкул ачисене явӑҫтарнӑ.

Кунта шӑнкӑртатакан кашни ҫӑлкуҫӑн хӑйӗн кӗвви пур теҫҫӗ. Таппине кура янравӗ те расна. Ҫут ҫанталӑкра канма кӑмӑллакансемшӗн - чӑн-чӑн киленӳ тата ырлӑх. Шкул ачисем ҫак вырӑнсене тепӗр хут тирпейленӗ хыҫҫӑн ялӑн тепӗр пуҫне куҫрӗҫ. Кунти йывӑҫсен хушшинче те хӑрӑк туратпа ҫулҫӑ айне пулса юшкӑнпа хупланнӑ ҫӑлкуҫ чылай. Ӗлӗкрех чухне ял халӑхӗ вӗсене яланах тасатса тӑнӑ.

Татьяна Федорова пуҫарса янӑ пархатарлӑ ӗҫе пӗлтӗр «Вырӑс географи пӗрлешӗвӗ» те ырласа йышӑннӑ. Тӑвай тӑрӑхӗнчи «Хура ҫӑлкуҫсен» таврашне тирпейлесе Республика шайӗнчи фестиваль те ирттернӗччӗ. Халӗ ырӑ пуҫарӑва патшалӑх шайӗнче тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ятарласа ҫирӗплетнӗ проект тӑрӑх ҫӑлсен таврашне экологи десанчӗсем йӗркелесе тирпейлеҫҫӗ.
Тавралӑха тасатнипе пӗрлех ҫӑлкуҫсене наука енчен тӗпчени паха. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультечӗн студенчӗсем, Вырӑс географи пӗрлешӗвӗнчи ҫамрӑксен «Маттур» ушкӑнӗн пайташӗсем ҫӑлкуҫсенчи шыва ал айӗнчи лабораторире тӗрӗслерӗҫ. Тӗрлӗ хутӑш ярса хими элеменчӗсемпе минералсене палӑртрӗҫ: сульфатсем, тимӗр пуррипе ҫуккине тата ытти кӑтартусене тишкерчӗҫ.

Экспресс-лаборатори кунти шывра кальцийпе магний нумай пулнине кӑтартрӗ. Ҫавна май вӑл кӑштах хытӑрах пек туйӑнма пултарать. Ҫавах та, унӑн уссине палӑртмалла. Ҫӑлсем ҫӗр айӗнчи трепел тӑрӑх сӑрхӑнса тухаҫҫӗ.

Кану вырӑнӗ евӗр йӗркеленӗ ҫывӑхри ҫӑлкуҫра та шыв пахалӑхӗ сиплӗхлӗ пулнине палӑртрӗҫ студентсем. Вӗсен шухӑшне ученӑйсем те ҫирӗплетрӗҫ.

Ырӑ ӗҫ «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ҫавна май кӑҫал географи обществипе ҫут ҫанталӑк министерстви тата аслӑ шкулсем ятарласа ҫирӗплетнӗ планпа ӗҫлеҫҫӗ. Тӗллевӗ - республикӑри ҫӑлсене пур енлӗн тӗпчесе инвентаризацилесси. Вӗсене реестра кӗртсен интерактивлӑ карттӑра палӑртасшӑн. Унта вара ҫӑлкуҫсен географи координатӗнчен пуҫласа шыври анализ кӑтартӑвӗсем таранчченех вуласа пӗлме пулӗ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ база влаҫсене хӑш муниципалитера мӗнле ҫӑлкуҫ пуррине, ун таврашӗнчи хӑтлӑхпа тирпейлӗхе, шыв пахалӑхне асӑрхаса тӑма пулӑшӗ. Ҫавӑнпа та халӗ хастарсем экспедицисем ирттерсе май пур таран ытларах ҫӑлкуҫ патне ҫитсе килме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫамрӑксем туризм ыйтӑвне ҫӗклесе экологи сукмакӗсем йӗркелессипе те ӗҫлеҫҫӗ. Шкул ачисемпе студентсем хӑйсемех проектсем хатӗрлеҫҫӗ. Чи ӑнӑҫлӑ шухӑшсене муниципалитетсене ярса параҫҫӗ.



19 июня 2024
08:56
Поделиться