Иртен-ҫӳрен йышлӑн кӗрсе тухать // ГТРК «Чувашия». 2024.07.10.
Республикӑри «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем - Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» экологи фестивалӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ. Вырӑнти ҫӑлсене тирпейлесе хӑтлӑх кӳрекенсен ӑмӑртӑвӗнче Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Услапа таврашӗнче пурӑнакансем те палӑрнӑ. 2011-мӗш ҫулта Иван Куликов пуҫарнӑ сӑваплӑ ӗҫе унӑн мӑшӑрӗ пысӑк укҫа-тенкӗ хывса малалла тӑснӑ.
Паянхи куна ҫитнӗ халапсем ӗнентернӗ тӑрӑх, Услапа ҫывӑхӗнчи ҫӑл шывӗ таврари халӑха авалтан асамлӑ хӑвачӗпе илӗртнӗ. Революциччен пӗр ҫӗрме пуян кунта кӗрпе арманӗ тытнӑ, пӑспа ӑшӑтакан кӑмакине ҫӑл шывӗпе сивӗтнӗ. Унпа ҫыхӑннӑ ячӗ упранса юлнӑ: ку вырӑна хальчченех «Правай ҫӑлкуҫӗ» теҫҫӗ. Йӗри-тавра чӑрӑш, пилеш, ҫӗмӗрт, хыр ӳсет. Вӗсене 13 ҫул каялла, Вӑрнар район пухӑвӗн депутачӗ Иван Николаевич Куликов юхӑнса кайнӑ ҫӑлкуҫа тасатса хӑт кӗртсен, Нурӑс шкулӗн ачисем лартнӑ, вӗсемех пӑхса ӳстернӗ, тирпейлесе тӑраҫҫӗ.
Халӑх сӑваплӑ ӗҫе манмасть, Куликовсен ырӑ кӑмӑлне асран кӑлармасть. Каласа хӑварасах килет: ҫӑлкуҫа тирпейлесе илем кӳме ҫак ҫемьен миллион тенкӗ майлӑ кайнӑ. Иван Николаевич вилсен Ольга Геннадьевна, мӑшӑрӗн ӗҫне малалла тӑсас тесе, ял-йыш кӗтни пурнӑҫлантӑр тесе, унӑн мӗнпур тивӗҫне хӑй ҫине илнӗ.
Услапа патӗнчи ҫӑлкуҫ - Вӑрнар тӑрӑхӗнчи пӗрремӗш хӑтлӑх кӗртнӗ ҫӑл. Унӑн шывӗ сиплине кура тата аслӑ ҫул ҫывӑхӗнчине пула, кунта иртен-ҫӳрен йышлӑн кӗрсе тухать. Шӑрӑх ҫанталӑкра чӑпӑл туса уҫӑлакансем те пур.
Авшак Элмен ҫӑлӗ тата та тасарах теҫҫӗ, унта шуртӑм ҫук. Кунта та авалтанах ҫӑл тапса тӑнӑ. Ялӗпех ҫакӑнтан шыв ӑсса пурӑннӑ. Ольга Куликова «Вурнарыдорстрой» ӗҫченӗсемпе ҫӗрӗшнӗ пурасене улӑштарнӑ, бетон ярса ҫуртне туса лартнӑ, хупланнӑ ҫӑлсене тасатса уҫтарнӑ.
Авшакэлменсем те хӑйсен ҫӑлкуҫне республика реестрне кӗртесшӗн. Килес ҫул та конкурс иртес пулсан, вӗсем унта хутшӑнма хатӗр.