Сиплӗ шыв куҫӗсен шучӗ ӳссех пырать // ГТРК «Чувашия». 2024.07.25.
https://vk.com/video-105377917_456242635
Чӑваш Ен ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ тата пин-пин ҫӑлкуҫ ҫӗршывӗ теме пулать. Республикӑра манӑҫа тухнӑ ҫӑлсене тасатса ятарлӑ реестра кӗртеҫҫӗ. Ҫавна май халӑха пурнӑҫ паракан сиплӗ шыв куҫӗсен шучӗ ӳссех пырать. Ҫак ырӑ ӗҫе аталантарас тӗллевпе Тӑвай тӑрӑхӗнче иккӗмӗш хут «Хура ҫӑл» фестиваль иртрӗ.
Кашни юханшыв пӗчӗк ҫӑлкуҫран пуҫланать. Йӑлтӑр ҫутӑ та сиплӗ шыв юххисем ҫырма-ҫатрасенче пӗрлешсе тавралӑха пурнӑҫ параҫҫӗ. Паянхи куна Чӑваш Енре 3 пин ытла ҫӑлкуҫ шута илнӗ. Чӑннипе, вӗсем ытларах та, анчах та манӑҫа тухса пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа иртнӗ ҫул республикӑри Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн хастарӗсем пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ. Халӑхпа пӗрле кар тӑрса тӗрлӗ ял ҫывӑхӗнчи тарма пуҫланӑ ҫӑлкуҫсене иккӗмӗш пурнӑҫ парнелеҫҫӗ. Тӑвай тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫак «Хура ҫӑл» текен вырӑна тасатнӑ.
Ырӑ ӗҫре хастарсене уйрӑмах «Шупашкар ГЭСӗ» пысӑк пулӑшу панӑ. Пӗтӗмпе 450 пин тенкӗ уйӑрса кунти ҫӗр айӗнчен тапса тухакан кӳлленчӗк евӗр ҫӑлсен таврашне хӑтлӑх кӳме пултарнӑ: икӗ пӗчӗк пура, 3 каҫӑ вырнаҫтарнӑ.
«Русгидро» пӗрлешӳ экологи фестивальне йӗркелесе ирттерес ӗҫре те ҫирӗп тӗрев панӑ. Ҫавна май кунта иккӗмӗш хут Чӑваш Енри ҫут ҫанталӑк хӳтӗлевҫисем форума пухӑнчӗҫ. Уявра ҫӑлкуҫсене тирпейлес ӗҫе хастар хутшӑнакансене, ҫавӑн пекех ҫӑлкуҫсене халалланӑ Республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Ҫакӑ ҫамрӑксене ҫут ҫанталӑка тата ытларах юратма, унӑн пуянлӑхне упраса тасалӑхра тытма вӗрентет, хистет.
Экологи уявӗ - ырӑ ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн пайташӗсем Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсемпе пӗрле кашни эрнерех тӗрлӗ тӑрӑха ҫитсе ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫӑлкуҫа тӗпчеҫҫӗ, вӗсенчи шыв пахалӑхне палӑртаҫҫӗ. Кашнинех ятарлӑ реестра кӗртеҫҫӗ. Хальлӗхе унта 200 ытла ҫӑлкуҫ пирки пӗлме пулать. Ҫулталӑк вӗҫлениччен хастарсем кашни 26 муниципалитета ҫитме палӑртнӑ. Халӗ вӗсенчен нумайӑшӗнче ҫӑлсене тасатас ӗҫ малалла пурнӑҫланать.