Ашшӗ ҫулӗпе утать // ГТРК «Чувашия». 2024.11.05.
https://vk.com/video-105377917_456244469?ref_domain=chgtrk.ru
Хӑйӗн пурнӑҫне вӑл вӑрмансене упраса хӑварассине, вӗсене ҫӗнетессине халалланӑ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи» хисеплӗ ят илнӗ Владимир Николаевпа сюжетра паллаштаратпӑр.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Владимир Николаев ҫут ҫанталӑк ытамӗнчех ҫитӗннӗ тесен те юрать. Ашшӗ 36 ҫул вӑрман хуралӗнче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енри чылай ӗҫтешӗ пекех малтан Владимир Иванович Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗн техникумӗнче вӗреннӗ. Унтан пӗр хушӑ Мускавра ӗҫленӗ, каярах тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. 28 ҫул уншӑн сисӗнмесӗрех иртнӗ. Халӗ вӑл - Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗнчи Буинскри участок пуҫлӑхӗ.
Вӑрман хуҫалӑхӗн кантурне 2022 ҫулта республика хыснинчи укҫапа юсанӑ. Малтанхи ҫурт 15 ҫул каялла ҫунса кайнӑ. Халӗ кунта лесниксен кунӗпе ӗҫре ӗшеннӗ хыҫҫӑн канмалли пӳрчӗ кӑна мар, пушарпа хими станцийӗ те вырнаҫнӑ. Вут-ҫулӑм тивсе илес пулсан сӳнтермелли пӗтӗмпех ал айӗнче.
Вӑрманҫӑсем шкул ачисемпе те туслӑ. Ачасем ытларах лесниксем тискер чӗрчунсемпе тӗл пулни ҫинчен каласа панине итлеме кӑмӑллаҫҫӗ. Владимир Николаевӑн та аса илмелли чылай. Хӑйӗнчен темиҫе метрта упа хӑмла ҫырли ҫинине те курнӑ вӑл, кайран утаман мӗнле пурӑннине, ӑҫтарах хӗл каҫнине сӑнасах тӑнӑ.
Ҫавӑн пекех пӑши, кашкӑрсем, хыр сыснисем, мулкачсем, ӑсансем ытти кайӑк пурӑнать Йӗпреҫ вӑрманӗнче. Ӗҫӗ сахал мар.
Вӑрманҫӑ пулас текенсем сахал халӗ. Ҫавӑнпа пӗтӗмпех вун-вун ҫул хӑйсен ӗҫне чунпа парӑнса ӗҫлекенсен хулпуҫҫийӗ ҫине тиенет. Ҫут ҫанталӑкпа килӗшӳре пурӑнакан, хӑйсен профессийӗнче чӑн ӑста ятне илнисем кашни ир вӑрмана васкаҫҫӗ.
Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансен вӑтам ӳсӗмӗ 50 ҫултан та иртнӗ. Ҫамрӑк специалистсене ӗҫе явӑҫтарас шанӑҫ пур. Кӑҫалтан Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн Сӗнтӗрвӑрринчи уйрӑмӗнче «Вӑрманпа парк хуҫалӑхӗ» специальноҫе вӗрентме пуҫланӑ.