Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Тавралӑха упрассипе ӗҫсем малалла та пырӗҫ // ГТРК «Чувашия». 2024.12.04.

https://vk.com/video-105377917_456244851?ref_domain=chgtrk.ru 
Чӑваш Енре Экологи культурин ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупрӗҫ. Ҫак ятпа йӗркеленӗ уяв филармони залӗнче иртрӗ.

Республика Пуҫлӑхне тата ытти хӑнасене фойере йӗркеленӗ куравпа паллаштарчӗҫ. Пирӗн республикӑра «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» интерактивлӑ карта йӗркеленӗ. Унта кашни кӑмӑл тӑвакан хӑй тӑрӑхӗнчи ҫӑлкуҫсене тупма, кӗскен ҫырса кӑтартнине вулама, сӑнӳкерчӗксемпе паллашма е хӑйӗн фотоӗҫӗсене вырнаҫтарма пултарать. Паянхи куна пӗрлехи реестрта 520 ҫӑлкуҫа шута илнӗ. 150-шне цифрӑланӑ. Ку ӗҫ малалла пырать. «Ҫавӑнпа та эпир Чӑваш Ене 100 пин тӗрӗ, 100 пин юрӑ кӑна мар, 100 пин ҫӑлкуҫ ҫӗршывӗ теме пултаратпӑр», - терӗ Олег Николаев. Малашне проект ҫӗршыв шайне тухассине шаннине пӗлтерчӗ.

Унсӑр пуҫне республикӑра «Экологи атласӗ» хатӗрленӗ. Ку вӑл интерактивлӑ пӗрремӗш картографи изданийӗ. Вӑл регионти ҫут ҫанталӑк объекчӗсем пирки каласа парать. Ҫывӑх вӑхӑтрах ку атласа Чӑваш Енӗн геопорталӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Пӗтӗмпе вара иртсе пыракан ҫулталӑкра 2 пин ҫурӑ ытла экологи ӗҫ-пуҫӗ ирттернӗ. Вӗсене 300 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 3 хут нумайрах. Уйрӑмах ҫут ҫанталӑка упрассине, халӑхра ӑнлантару ӗҫне ирттерессине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Уявра Экологи ҫулталӑкӗнче хастарлӑх кӑтартнисене Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. 11 вӑрман хуҫалӑхӗнчен чи лайӑх 3 учреждение палӑртрӗҫ. 1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗ тивӗҫрӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернисене те чысларӗҫ. Мала тухнисен йышӗнче - Комсомольскинчи пӗрремӗш шкул.

Унсӑр пуҫне Муркаш тӑрӑхӗнчи чи ватӑ юман таврашне тирпей-илем кӗртекенсене, чӗрчунсен онлайн сӑнавне йӗркелекенсене паллӑ турӗҫ. Экологи культурин ҫулталӑкӗ вӗҫленчӗ пулин те, тӑван тавралӑха сыхлассипе ӗҫ-пуҫ республикӑра малашне те вӑй илсе пырӗ, терӗҫ пӗтӗмлетсе.



04 декабря 2024
11:40
Поделиться