Раҫҫейре заповедниксемпе наци паркӗсен кунне паллӑ турӗҫ // ГТРК «Чувашия». 2024.01.13.
Раҫҫейре заповедниксемпе наци паркӗсен кунне паллӑ турӗҫ // ГТРК «Чувашия». 2024.01.13.
https://vkvideo.ru/video-105377917_456245240?ref_domain=chgtrk.ru
13.01.2025 10:46
Чӑваш Енре паянхи куна 68 уйрӑмах сыхлакан ҫут ҫанталӑк лаптӑкӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ - федераци шайӗнчисем. Парксемпе заповедниксенче тӑрӑшакансем уява Наци библиотекине пуҫтарӑнчӗҫ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ 13-мӗш ҫул чӑрӑшсене упрассипе акци ирттерет. Ҫӗнӗ Ҫул йывӑҫҫисене ал айӗнчи тӗрлӗ япаларан ӑсталама пулать, иккен. Тӗрлӗ материалпа усӑ курма юрать: пластик кӗленчесем, вӗсен пӑккисем, йӗкелсем тата ытти те. Уяв кӑмӑлне чӗрӗ йывӑҫа касмасӑр та хӑпартма пулать, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем
Акци пӗтӗм ҫӗршывӗпех вӑй илнӗ. Кӑҫал тӗрлӗ регионти 500 ытла ача конкурса хӑйсен ӗҫӗсене ярса панӑ.
Тӑван тавралӑха, ҫут ҫанталӑка хисеплеме вӗрентес тесе «Чӑваш вӑрманӗ» тӑтӑшах тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерет. Тӗслӗхрен, кӑмпа фестивалӗ шӑмӑршӑсен чӑн-чӑн бренчӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех паркра кӑсӑклӑ сукмаксем йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вара экологи туризмне аталантарма наци проекчӗ пулӑшӗ.
«Присурский» заповедник пӗлтӗр тавралӑха кунӗн-ҫӗрӗн ӳкерме пултаракан фотохатӗрсемпе пуянланнӑ. Ҫапла Чӑваш Енре пурӑнакансем чӗр чунсен пурнӑҫӗпе ҫывӑхрах паллашма пултараҫҫӗ. Заповедникре наука ӗҫӗ те тӗп вырӑнта. Ученӑйсен ҫитӗнӳ сахал мар. Сӑмахран, кунта хурт-кӑпшанкӑн ҫӗнӗ тӗсне тупса палӑртнӑ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре республика шайӗнче уйрӑм сыхлакан 33 ҫут ҫанталӑк лаптӑкӗ шутланать. Вӗсен пурин те сайра тӗл пулакан ӳсен-тӑранпа чӗрчуна сыхлассинче, туризма аталантарассинче тӳписем пысӑк.