Республикӑра сунарҫӑсен йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑвӗ иртрӗ // ГТРК «Чувашия». 2025.02.25.
Республикӑра 11-мӗш хут сунар биатлонӗ енӗпе регионсем хушшинчи ӑмӑрту иртрӗ. Тупӑшӑва 100 ытла ҫын хутшӑнчӗ.
Хула тулашӗнчи «Голден фиш» клуба сунарҫӑсем кӑна мар, ҫут ҫанталӑка юратакансемпе активлӑ канӑва кӑмӑллакан 300 ҫын пуҫтарӑнчӗ. Тупӑшакансем вара хамӑр республикӑран тата Киров облаҫӗнчен пулчӗҫ. Старта опытлисемпе пӗрлех пуҫласа хутшӑнакансем те тухрӗҫ. Вӗсем малтанах сунар биатлонӗнче, унтан пӑшалтан тӗл перессинче тупӑшрӗҫ.
Пухӑннисем ҫавӑн пекех хӗллехи вӑхӑтра чӗрчунсене шута илессине сӳтсе яврӗҫ. Ку енӗпе юр тарӑнӑшӗ йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать пулин те, хӑйсен ӗҫне чунтан юратакансемшӗн вӑл чӑрмав мар. Ӑмӑртӑва Ҫут ҫанталӑк министерствипе республикӑри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлешӗвӗ йӗркелеҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ - пӗлӗве пуянлатасси, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашасси. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, Елчӗк команди 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ, куславккасем иккӗмӗш, ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Комсомольски ушкӑнӗ тивӗҫрӗ.
Унсӑр пуҫне чӑваш сунарҫисем ҫак кунсенче Атӑлҫи округӗнче палӑрнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнче иртнӗ ӑмӑртура Канаш команди 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Алексей Григорьев, Владимир Терентьев, Дмитрий Кузьмин ӑмӑртӑвӑн тӗп парнине - пӑши тытма ирӗк паракан путёвка ҫӗнсе илнӗ.