Министерство природных ресурсов и экологии Чувашской Республики

Брифингра Экологи ҫулталӑкӗн ӗҫ планне уҫӑмлатрӗҫ // ГТРК «Чувашия». 2024.01.24.

Юлашки ҫулсенче республикӑра йӑла каяшне тасатмалли 5 объект хута янӑ. Вӗсене «Атӑла сыватни» регионти проектпа килӗшӳллӗн тунӑ. Ҫапла майпа аслӑ юханшыва тасамарлӑх 40 процент сахалрах лекет. Кӑҫал Чӑваш Енре экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк. Ҫавна май тавралӑха упрас тесе мӗнле ӗҫ-пуҫ ирттерме палӑртнине брифингра каласа пачӗҫ.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫумӑр шывне тасатмалли тепӗр 2 сооружени туса пӗтермелле - вӗсем Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта тата Якимов урамӗнче пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех тӗп хулара шлам пухмалли вырӑна та тӗпрен ҫӗнетес ӗҫе вӗҫлемелле. Унсӑр пуҫне Етӗрнери Сӑр юханшывӗн ҫулне тасатса пӗтермелле. Улатӑрта та ҫак ӗҫе туса ирттерме палӑртнӑ. Ҫавах та пӗтӗмӗшле илсен республикӑра пӗчӗк юханшывсем вараланнӑ, чылай тӗлте каяшсене тасатмалли хатӗрсем юрӑхсӑра тухнӑ. Чӑваш Енре ҫӗнӗ сооруженисем тӑвас концепцие хатӗрленӗ. Республикӑра 4 полигона рекультивациленӗ. Ҫавӑн пекех ӑпӑр-тапӑр тирпейлемелли 3 комплекс хута ярас тӗллевлӗ. Вӗсене Канаш, Патӑрьел тата Муркаш тӑрӑхӗсенче тума палӑртнӑ. Вӑрмансене упрассипе те ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче 4 пин ытла гектар йывӑҫ лартнӑ. Республикӑра вӑрман питомникӗсемсӗр пуҫне вӑрлӑх туса илмели ятарлӑ центр уҫасшӑн. Ҫулталӑк вӗҫлениччен кашни ял-хулара ҫут ҫанталӑка упрамалли чылай ӗҫ-пуҫ иртӗ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри ҫӑлкуҫсен электронлӑ карттине тата экологи атласне хатӗрлемелле. Ҫӗршывра та, республикӑра та ку таранччен пӗрре мар ҫут ҫанталӑк ыйтӑвне халалланӑ ҫулталӑксем иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсен шучӗпӗ, хальхинче ҫынсен тавракурӑмне тӗпрен улӑштармалла, тавралӑха упрассишӗн кашни яваплӑ пулнине тӗпе хумалла.



25 января 2024
09:45
Поделиться